Чӑваш Енре пӑлан шучӗ пилӗк хут чакнӑ, пӑшисен – икӗ хут. Ҫакӑ вӗсен йышне шутласа кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫиеле тухнӑ.
Пӑлансемпе пӑшисен йышне специалистсем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен шутланӑ. Ӑна вӗсем чӗрчунсен йӗрне кура палӑртаҫҫӗ.
Специалистсем 270 маршрутпа 2874,6 километр тӑршшӗ утнине ӗнентереҫҫӗ. Чӗрчунсен йышне шутлама Чӗрчунсене тата уйрӑмах асӑрхамалли ҫутҫанталӑк вырӑнӗсене тӗрӗслекен дирекци инспекторӗсем те кӑҫал хутшӑннӑ. Ҫавна май тӗрӗс цифрӑна палӑртма май килнӗ.
2021 ҫулта пирӗн республикӑра 1095 пӑши тата 282 палан пуррине палӑртнӑ. Пӑшисем Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Улатӑр тата Канаш районӗсенче йышлӑ, пӑлансем – Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче.
«Шел те, 2019 ҫулта ҫурҫӗр пӑланне Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекинчен кӑларчӗҫ», – тенӗ «Ҫыхӑнура» форум журналистне эпир маларах асӑннӑ дирекци пуҫлӑхӗн ҫумӗ, биологи наукисен кандидачӗ Геннадий Исаков.
Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче чӗрчунсемпе кайӑксен маршуртне тӗрӗсленӗ. Юр ҫинчи йӗрсене кура вӗсен шутне палӑртнӑ.
Етӗрне районӗнчи А.П.Айдак ячӗллӗ этноҫутҫанталӑк паркӗнче ултӑ пӑлан ами (выр. благородный олень) пурӑнать. Пӗлтӗр чӳк-раштав уйӑхӗсенче вӗсемпе пӗрле аҫи те пулнӑ. Анчах хальхинче вӑл шута лекмен.
Палӑртмалла: кунашкал пӑлансен популяцийӗ 2018 ҫулта йӗркеленме тытӑннӑ. Йӗпреҫ тата Улатӑр районӗсенче кунашкал пӑлансене 30 ҫул каялла, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, шута илнӗ.
Кӑшӑлвируспа хӑш районта ытларах чирлеҫҫӗ? Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне хатӗрленӗ «вирус карттине» тишкерер.
Хӗрлӗ Чутай тата Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле хули – ҫак муниципалитетсенче чирлес хӑрушлӑх пысӑк. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче – 287, Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 345, Ҫӗмӗрлере 681 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ.
Паллах, ытларах ку енӗпе Шупашкар «палӑрнӑ». Унта 10904 ҫын чирленӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкар (1632 ҫын). Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗ (1100), Ҫӗмӗрле (681), Улатӑр (672) пыраҫҫӗ.
Чи сахал ҫын чирленисен йышне ҫаксем кӗнӗ: Йӗпреҫ районӗ (185), Красноармейски районӗ (178), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (173), Ҫӗмӗрле районӗ (137).
Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑл, ун чухне пуҫлӑх пулнӑскер, хуҫалӑх кӗнекинче суя выписка тунӑ, алӑ пуснӑ. Хутра палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн юлташӗ пӗр ялти ҫӗр лаптӑкӗн хуҫи шутланма тытӑннӑ. Тусӗ ҫӗртме уйӑхӗнче ҫав лаптӑка хӑйӗн ҫине ҫыртарнӑ.
Ҫапла майпа 1500 ытла тӑваткал метрлӑ лаптӑк, 44 пин тенкӗ ытла тӑраканскер, администраци харпӑрлӑхӗнчен тухса ӳкнӗ. Халӗ ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Хӗрарӑм реанимацие полицейские ҫапнӑ. Куншӑн унӑн явап тытма тивӗ. Кун пирки прокуратура пӗлтерет.
Ку пӗлтер чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районӗн пульницинче реанимаци коридорӗнче хуларан тӑванӗ патне килнӗ хӗрарӑм ӳсӗр ларнӑ. Вӑл маска та, бахил та тӑхӑнман.
Йӗрке хуралҫи ӑна тухса кайма ыйтнӑ, анчах ку хӑнк та туман. Унтан тытнӑ та полицейские чӑмӑрӗпе питӗнчен ҫапнӑ. Йӗпреҫ районӗн сучӗ хӗрарӑма 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен.
Йӗпреҫ районӗн сучӗ 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Арҫын ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ҫакланнӑ та тарнӑ, машинине вара вӑрласа тарнӑ тесе евитленӗ.
Пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫак арҫын ВАЗ-210930 рулӗ умӗнче пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче вӑл руле итлеттереймен, кювета чӑмнӑ.
Арҫын яваплӑхран пӑрӑнас тесе машинӑран тухнӑ та тарнӑ, полицие пырса машинӑна вӑрланӑ тесе пӗлтернӗ.
Суд арҫынна 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Приговор вӑя кӗмен-ха.
Ҫак кунсенче республикӑри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле халӑхпа пӗтӗмлетеҫҫӗ. Пухусене регион ертӳҫи Олег Николаев хутшӑнать.
Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, кашни муниципалитетӑн хӑйне евӗрлӗхӗ тата малашне аталанма майӗ пур.
«Тӗплӗн хатӗрлесе ҫирӗплетнӗ программӑсене те вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫӗнетмелле. Вӑл е ку ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ курма пулать», — тенӗ Элтепер.
Кашни муниципалитетӑн хӑйне евӗрлӗ аталанӑвӗ пирки каласан, Ҫӗмӗрле районӗнче М-12 федераци ҫулне тӑвасси пӗлтерӗшлӗ, йӗпреҫсен ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртсе пӗтермелле, красноармейскисем бассейн тӑвасшӑн.
Мускавра пурӑнакан хӗр Инстаграмри хӑйӗн страницинче чӑвашла тумлантарнӑ пуканесене, тӑван халӑхӑмӑрпа ҫыхӑннӑ ытти сӑна тӑтӑшах вырнаҫтарать.
«Ырӑ ир пурне те! Пӗчӗк юлташсене чӑваш тумӗ питӗ хитре каять) Килӗшетӗр-и?», «Ытти халӑхӑн тӗрри те, паллах, питӗ илемлӗ. Анчах та тӑван япала капӑртарах та хитререх туйӑнать», — ҫапларах постсем ҫырать маттур пике хӑйӗн ӳкерчӗкӗсен айне.
Ксения Кошелева — Чӑваш Енри Йӗпреҫ районӗнчен. Халӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнать. Пултаруллӑ иллюстратор ӳкерме ачаранах юратнӑ, анчах биологипе географи учительне вӗренсе тухнӑ. Художество пӗлӗвӗ пулмасан та пӗлӗшӗсем ыйтсан кӗнекесене те хитрелетет.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян культурине юратасси Мускава куҫса кайсан тата ют ҫӗршывра пулса курнӑ, ытти культурӑпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ.
Ксения планшетра ӳкерет. Унӑн ӗҫӗсем электрон мелпе упранаҫҫӗ. Ӗҫе пуҫӑнсанах пӗр ӳкерчӗкпе эрне таран ларма тивнӗ, халӗ 5-6 сехет татти-сыпписӗр ӗҫлесен вӗҫлет. Унӑн ӳкерчӗкне 40 пин тенкӗпе туянакан та пулнӑ.
Шупашкартан Мускава 6-7 сехетре ҫитейӗн. «Мускав – Чулхула – Хусан» М-12 ҫула хута ярсан ҫапла пулӗ. Проекта ӗнер Ҫӗмӗрле районӗнче сӳтсе явнӑ чухне Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхн министрӗ Владимир Осипов йӗркелӳ ӗҫӗнче хӑш-пӗр ыйту пуррине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, хӑйӑра ӑҫтан турттарасси паллӑ мар.
Машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремели ҫул «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» пӗтӗм тӗнчери транспорт маршручӗн пӗр пайӗ пулӗ. Пирӗн республикӑра ку ҫул 94 километр тӑршшӗ пулӗ, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш, Тӑвай районӗсемпе иртӗ.
Ҫулла машинӑсене ҫав ҫул ҫинче пӗр сехетре 130 километр таран хӑвалама май килӗ, хӗлле — 110 километр.
Строительство ӗҫне кӑҫал пуҫӑнмалла, 2021 ҫулхи ҫулла валли туса пӗтермелле.
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче «Мускав – Хусан» тӳлевлӗ ҫулӑн строительствине сӳтсе явӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енри Общество палати пӗлтерет.
Тӗлпулӑва «Автобан» ДСКна, ЧР Транспорт тата Ҫутҫанталӑк министерствисене, Ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратурӑна, Россельхознадзора, Росприроднадзора, общество канашӗсен элчисене, муниципалитетсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене, МИХ элчисене, вырӑнти халӑха чӗннӗ.
Мероприяти Турхан ялӗнчи культурӑпа кану ҫуртӗнче 13 сехетре пуҫланать. Кӑшӑлвирус сарӑлнине шута илсе вырӑнсем шутлӑ кӑна пулӗҫ.
Тӳлевлӗ ҫул Чӑваш Енре Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Комсомольски, Йӗпреҫ районӗсем урлӑ иртмелле. Пӗтӗмпе - 90 ҫухрӑм. Ҫула 2024 ҫулта туса пӗтерме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |